Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫурҫӗр Осети

Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

2020 ҫулта ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, чӑвашсем Мускавра уйрӑмах йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унта 17761 чӑваш тӗпленнӗ. Мускав облаҫӗнче – 17012, Тутарстанра – 14457, Чӗмпӗр облаҫӗнче – 12101, Чулхула облаҫӗнче – 9030, Питӗрте – 6024, Самар облаҫӗнче – 5469, Мари Республикинче – 4281, Хант-Манси автономи округӗнче-Юграра – 4103, Свердловск облаҫӗнче – 3845.

Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Красноярск крайӗнче 3299 чӑваш пурӑнать, Саратов облаҫӗнче – 3151, Тюмень облаҫӗнче – 3017, Краснодар крайӗнче – 2486, Ленинград облаҫӗнче – 2149, Волгоград облаҫӗнче – 2109, Тверь облаҫӗнче – 1785, Иркутск облаҫӗнче – 1766, Томск облаҫӗнче – 1697, Ямал-Ненец автономи округӗнче – 1675.

Дагестанран, Чечняра, Магадан облаҫӗнче, Калмӑк Республикинче, Еврей автономи облаҫӗнче, Ҫурҫӗр Осетире, Карачай-Черкессинче, Алтай тӑрӑхӗнче, Ингушетире, Тывара чӑвашсен йышӗ 100 ҫынран сахалрах.

ТӲРЛЕТНИ

Ҫӑлкуҫра апла пулин те тӗрӗссипе Тутарстанра 90 пин чӑваш пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/4647
 

Пӑтӑрмахсем
Юрий Спиридонов режиссер
Юрий Спиридонов режиссер

«Чӑвашфильм» киностуди ертӳҫине Юрий Спиридонова йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ текен сӑмах-юмах ҫӳрет. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра юра уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Юрий Спиридонова чылайӑшӗ «Битва за Новоюжку» фильм режиссерӗ евӗр пӗлет пулӗ. «Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри делегацие Чечня Республикинче Рамзан Кадыров ӑшшӑн кӗтсе илнӗччӗ. Ушкӑн малтан Грозный хулинче пулнӑччӗ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑччӗ. Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑччӗ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑччӗ.

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Юрий Спиридонова ултавпа аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-143818234_456248525
 

Культура

«Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри делегаци Чечня Республикинче пулнӑ. Рамзан Кадыров вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Делегаци малтан Грозный хулинче пулнӑ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ, документсене, килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чечняри кинематографистсен опычӗ чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре «Мусульманин» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унӑн тӗп продюсерӗ — Юрий Спиридонов. Сценари авторӗ — Илья Земляной. Фильм мӗн пирки пулнине хальлӗхе каламаҫҫӗ. Анчах унта паллӑ темиҫе актер ӳкерӗнме килӗшни вӑрттӑнлӑх мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39572
 

Статистика

Ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарать? Яланхи пекех — ӗҫ укҫи. Ара, укҫа-тенкӗсӗр лавккана кӗреймӗн, ҫемьене тӑрантараймӑн.

Нумаях пулмасть Росстат Раҫҫейри регионсенчи ҫынсем мӗнлерех шалу илнине шутланӑ. Пирӗн Чӑваш Енри ҫынсен шалӑвӗ мӗнлерех-ши?

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри ҫынсем, ҫӗршывӗпе илес тӗк, чи пӗчӗк шалу илекенсенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.

Раҫҫейре вӑтам шалӑвӑн виҫи пӗчӗкех мар пек. Ку 33 пин тенкӗпе танлашать. Чӑваш Енре вара вӑтам шалу 20,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Дагестанри, Крымри, Кабардин-Балкарти, Ҫурҫӗр Осетири, Алтай тӑрӑхӗнчи ҫынсем Чӑваш Енрисем пекех ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.

Шалу хӑш регионсенче чи пысӑк пулни те паллӑ. Ямал-Ненецк округӗнче, Чукоткӑра тата Мускавра чи нумай укҫа илекенсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӑтам шалӑвӗ 80 пин тенкӗпе танлашнӑ, ҫавӑнпа вӗсем танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмӗшле илсен Раҫҫейре 8,8 процент шалу чакнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79095
 

Пӑтӑрмахсем Ултавҫӑ-арҫын
Ултавҫӑ-арҫын

Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.

Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.

Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй